Саккун йӗркине пӑсакансен шутне хӑш чухне полици ӗҫченӗсем те кӗреҫҫӗ. Вӗсене те вара явап тытараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар суд ларӑвӗнче ҫитес кунсенче 23 ҫулхи Шупашкарти полици уйлӑмӗнче ӗҫлекен йӗрке хуралҫин малалли шӑпине татса параҫҫӗ. Ӑна вара ҫул йӗркине пӑсса асӑрхануллӑ пулмассӑр ҫын сывлӑхне йывӑр хавшатнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Чӑваш Енчи СКР Йӗрлев отделӗ палӑртнӑ тӑрӑх асӑннӑ инкек акан 5-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ҫул тӑваткалӗнче — 10-мӗш Пиллекҫуллӑх урамӗпе Ельников тӑкӑрлӑкӗ хӗресленнӗ вырӑнта — пулса иртнӗ. ВАЗ-2114 маркӑллӑ урапапа пыракан йӗрке хуралҫи светофорӑн симӗс ҫуттипе каҫакан 72 ҫулхи карчӑка ҫапса кайнӑ. Ку инкекре ват ҫын сулахай уран чӗркуҫҫине хытах амантнӑ. Руль умӗнче ларакан полици ӗҫченӗ вара инкек вӑхӑтӗнче ӳсӗр пулман. Кӑна ятарлӑ медицина тӗпчевӗ ҫирӗплетнӗ. Йӗрке хуралҫи вара хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах кунне отпускра пулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Паянхи куна ҫак ӗҫ-пуҫпа тӗпчев ӗҫне вӗҫленӗ. Ҫитес кунсенче вара суд ларӑвӗ ват ҫына таптакана явап тыттарӗ.
Ыран, утӑн 12-мӗшӗнче, 9:00 сехетре вут ҫулӑмпа кӗрешекенсен спорчӗпе Раҫҫей шайӗнче иртекен ӑмӑрту иртет. Унта пушар сӳнтерекен ӑстасем ҫӗнтерӳҫӗ ятне илессишӗн кӗрешӗҫ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва Валерий Кишкурно генерал-майора асӑнса иртереҫҫӗ.
Спорт мероприятийӗ виҫӗ кун пырӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенчен ситнӗ ҫирӗм ушкӑн тӑватӑ тӗслӗ тупӑшура ӑмӑртӗ. Пирӗн республика чысне Ҫӗнӗ Шупашкарти химсавута сыхлакан ятарлӑ пушар чаҫӗн команди хӳтӗлӗ.
Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене утӑн 14-мӗшӗнче чыслама палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар патӗнче тӑвакан йӑлари хытӑ каяшсен полигонӗ патне ҫитмелли ҫула хула витӗр мар, айккипе ярасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Паян ку ыйтупа тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем ӗҫсем пыракан вырӑна тухса паллашнӑ. Йышра ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, транспорт тата ҫутҫанталӑк министрӗсем Михаил Янковскийпе Иван Исаев пулнӑ. Ҫул Шупашкар район территорийӗпе иртсе каять те, асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров та ыйтӑва сӳтсе явнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Объекта ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре туса пӗтермелле иккен.
Ҫак кунсенче Финляндире (Тампер хулинче) ҫӑмӑл атлетикӑпа ҫамрӑксен чемпионачӗ иртет. Унта кайнӑ Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн 5 ентеш кӗнӗ. Ӑмӑртун пӗрремӗш кунхинех Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Светлана Васильева ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Халӗ спортсменка наци командинче икӗ регион — Чӑваш тата Мордови Республикисен чысӗсене хӳтелет. Ӑмӑртура 5 вӑйлӑ спортсменсен йышне тепӗр пирӗн ентеш Нина Охотникова та кӗме пултарнӑ. Шел пулин те тата тепӗр республика спортсмене Кирилл Фролов 20 ҫухрӑм дистанцире 17-мӗш финиша тухса ҫӗршыв чысне тивӗҫлипех хӳтелеймен.
Тата тепӗр пирӗн икӗ ентеш хӑйсен стартне кӗтеҫҫӗ. Екатерина Блескина 100 метр дистанцире чӑрмавсем урлӑ чупас ӑмӑртӑва хутшӑнма хатӗрленет. Катерина Федотова вара ҫӳле сикес секторта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫессишӗн ӑмӑртать.
Европа чемпионачӗ вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче вӗҫленет.
Паян, утӑн 8-мӗшӗнче, Кил-йыш тата юратупа шанӑҫлӑх кунӗнче республикӑра 18 ҫемьене «Юратупа шанӑҫлӑх» медальпе тата орденпа чыслама палӑртнӑ. Республика Элтепӗрен администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьев ҫак медаль-орденпа Шупашкарти вунвиҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти пилӗк ҫемьене тивӗҫтерӗ. Хуласемпе районсенче вара ҫак куна халалласа концертсем, ҫемье конкурсӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне тата «ылтӑн» мӑшӑрсене чыслама палӑртнӑ — парнесемпе килӗсене ҫитсех тивӗҫтерӗҫ.
Паян, Шупашкарта 34 ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен юратӑвне мӑшӑрлану кӗрменӗнче ҫирӗплетӗҫ (2011 ҫулта — 24, 2012 ҫулта — 37). Кӳлмек хӗрринчи юрӑ ӗшнинче те хулари пултаруллӑх коллективӗпе ҫемье ансамблӗ хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Шупашкарти «Спартак» стадионта «Атте, анне, эпӗ — спорт ҫемьи» ятпа ҫемьесен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ.
Кӑҫал республикӑра «Юратупа шанӑҫлӑх» медальӗпе 25 ҫул е ытларах пӗрле пурӑнакан 70 ҫемьене чыслама палӑртнӑ.
Шупашкар хулин 2035-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗн ҫӗнӗ планне сӳтсе явассипе республикӑн тӗп хулинче пӗр кун самай кӑсӑклӑ калаҫу пулса иртнӗ. Унта хамӑр пулманнине кура тӗрлӗ ҫӑлкуҫ хыпарлани тӑрӑх хакласан ҫӗнӗ генплана тем майлӑ хаклакан-йышӑнакан та пурри сисӗнет. Хӑшӗсем ытлашши хурласах каймаҫҫӗ пулсан, теприсем ӑна ҫапса хуҫманни кӑна.
Проекта республикӑн тата хула тӑвӑмӗн канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Виҫӗ сехет хушшинче тӗрлӗ сӗнӳ паракан тупӑннӑ-мӗн. Пӗри, ав, Шупашкара Атӑл леш енӗпе ҫыхӑнтарма хулан хӗвеланӑҫ районӗнче кӗпер тусан аваннине палӑртнӑ. Тепри вара ку шухӑш пирки фантастика тесе пӑшӑлтатса илнӗ. Чӑваш Ен урлӑ тума палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тата хулана «Богданка» район урлӑ монорельс ҫулӗ туса ҫыхӑнтарма сӗнекен те тупӑннӑ. Вӗрен ҫулӗ кирлине асӑнакан та пулнӑ иккен. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫум ҫул кирлине калакан та, ҫырма-ҫатрана анса хӑпармалли майсене пӑхса хӑварасси пирки аса илтерекен те тупӑннӑ.
Ҫӗнӗ генплана хатӗрленӗ Питӗрти РосНИПИУрбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина палӑртнӑ тӑрӑх, генплан кӑҫал вӑя кӗмелле, палӑртнӑ ӗҫсен пӗр пайне 2020-мӗш ҫулта туса пӗтермелле.
Вырсарникун, утӑн 7-мӗшӗнче, 10:00 сехетре Тӗкӗрҫ ращинчи концерт лартмалли ятарлӑ тӳремре Сабантуй уявӗ уҫӑлать.
Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх хула ҫыннисемпе хӑнасене уяв ячӗпе пултарулӑх коллективӗ саламлӗ. Вӑл кунхине «Кӗрешӳ кавирӗ» ӑмӑртӑва ирттерме планланӑ. Унсӑр пуҫне тата тутар халӑхӗн апат-ҫимӗҫне, сувенирсем сутма палӑртнӑ. Кӑмӑл тӑвакансем вӗрен туртассипе, пейнтбол вӑййипе, ҫӑмартана кашӑк ҫинче йӑтса чупассипе тата михӗре сикессипе ӑмӑртма пултараҫҫӗ.
Уявра шӑпӑрлансем валли аттракционсем ӗҫлемелле, лашапа пони ҫинче ярӑнса курма та майсем пулӗҫ. Уява йӗркелекенсем Сабантуй савӑнӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ иртессе шантараҫҫӗ.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче республика ҫулӗ-йӗрӗнче 5 пӑтӑрмах таранах тухнӑ пулнӑ, вӗсенче 6 ҫын аманнӑ. Тӗслӗхрен, ҫав кун 8:15 сехетсенче Ҫӗрпӳ–Красноармейски ҫул синче «Лада-211440» урапапа пыракан 53 ҫулхи водитель хирӗҫле ҫул ҫине тухнӑ пулнӑ. Вӑл иккен хӑйӗн умӗнче пыракан «ГАЗ-271211» урапана иртсе каясшӑн пулнӑ. Анчах «Газель» ҫул тӑваткӑлӗнче сулахай еннелле пӑрӑнма тытӑннӑ, ҫапла вара «Ладӑпа» ҫапӑннӑ.
Сиксе тухнӑ пӑтӑрмахра ҫӑмӑл урапа ҫинче ларса пыракан 30 ҫулхи хӗрарӑм тата 2 уйӑхри ача сусӑрланнӑ пулнӑ. Иккӗшне те вӗсене васкавлӑ пулӑшупа пульница леҫнӗ. Кунта, паллах, «Лада» машинӑн водителӗ айӑплӑ — ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе ҫул тӑваткалӗнче ытти машинсене хӑваласа иртсе кайма юраманни пирки маннӑ-тӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗн таврашӗнче вырнаҫнӑ чарӑну ҫывӑхӗнче 15:15 сехетре тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Кунта ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксӗ тухнӑ 10 ҫулхи хӗрача урапан кустӑрми айне лекнӗ иккен. 50 ҫулхи Шупашкар ҫынни ҫул-йӗрте шӑпӑрлана асӑрхасан тӳрех чарӑнма хӑтланнӑ, ҫав ҫавах инкекрен хӑтӑланасси пулайман.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен кунӗнче, икӗ хутчен совет союзӗн геройӗ ята тивӗҫнӗ Андриан Николаев лётчик-космонавта халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑлана кӗнӗ «Хаклӑ космонавт, Андриан Николаев» ятпа виҫҫемӗш хут велосипед ӑмӑртӑвӗ иртнӗ пулнӑ.
Ир-ирех велосипедпа чупма кӑмӑл тӑвакансем Шуршӑлти мемориал комплекс ҫумӗнчи тӗп тӳремне пухӑнма тытӑннӑ.
Ӑмӑртма тухнисемпе курма пынисене Сӗнтӗрвӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев тата хӑнасем саламланӑ, яланах ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сӗнсе хӑварнӑ. Хыҫҫӑн вара Андриан Николаев косманавтӑн вил тӑпри ҫине асӑнса чечексем хунӑ.
Велочупӑва вӗренӳ учережденисемпе тӗрлӗ организаци ӗҫченӗсем, хулапа район ҫыннисем, районти администрацинче вӑй хуракансем, халӑх пӗрлӗхӗсенче тӑракансемпе Ҫӗнӗ Шупашкарти велосипед спортне кӑмӑллакансем хастаррӑн хутшӑннӑ пулнӑ.
Ӑмӑрту пӗтӗмешлӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Шӑрӑх та хӗвеллӗ куна пӑхмасӑрах ӑмӑртма тухнисем 22 ҫухрӑма тивӗҫлипех вӗҫне тарин тухма пултарнӑ, ҫапла вара спортпа туслӑ пулмаллине ҫирӗплетсе панӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ чӑваш композиторне тата музыка ӗҫченне Евгений Федорова асӑнса асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Энергетиксен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Маларах ҫакӑн йышши палӑка икӗ чӗлхепе тӑватчӗҫ пулсан, хальхинче вара вырӑсла кӑна ҫырса хурас тенӗ пулас.
Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре кӳршӗ-аршӑ, тӑванӗсем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Хӑмана уҫас шухӑша Евгений Федоровӑн тӑванӗн ачисем, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Якимовна ҫине тӑнӑ иккен. Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗпе Чӑваш Енӗн ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ те айккинче юлман.
Евгений Федоровӑн арӑмӗ унӑн пулас упӑшки мӗн ҫамрӑкранпах юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе ҫывӑх пулнине палӑртнӑ. «Вӑл лирикӑлла юрӑсем ҫыратчӗ. Тӑван ҫӗршыв, Чӑваш Ен пирки», — ӑшшӑн аса илнӗ вӑл упӑшкине. «Шел, пирӗн ҫемьере нихӑшӗ те унӑн ҫулне суйламарӗ. Мӑнука пианинопа калама вӗрентесшӗнччӗ те май килмерӗ», — чунне уҫнӑ Нина Якимовна.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |